Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
11 Кӑрлач , 12:30

Çветке телей илсе çитерчĕ

Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ клубра «Хăнана Çветке килчĕ – сирĕн çурта телей илсе çитерчĕ» вайăсен уявĕ иртнĕ.

Çветке телей илсе çитерчĕ
Çветке телей илсе çитерчĕ

Йалана кĕнĕ тăрăх, ăна çулсерен клуб тата вулавăш ĕçченĕсем йĕркелеççĕ, çамрăксене вăйăсем урлă халăх йали-йĕркисемпе паллаштарма тăрăшаççĕ. Раштав уявĕ хыççăн иртекен мероприятие шкул ачисем хаваспах хутшăнаççĕ, мĕншĕн тесе каникул вăхăтĕнче аслисем пулăшнипе вĕсем манăçа туха пуçланă ĕлĕкхи пулăмсене ăша хываççĕ.

«Çакăн евĕр мероприятисем çамрăк ăрăва халахăн пуян культура еткерлĕхне хаклама хăнăхтараççĕ, авалхи уявсен чун хавалне туйма тата чĕрĕ хутшăнура йышпа савăнма пулăшаççĕ. Çак уяв хыççăн тĕлпулăва хутшăнакансем кăмăллă тата хавас юлни пире те, культура ĕçченесене, савăнтарать», - тенĕ ВКонтакте социаллă сетьре клуб тата вулавăш ĕçченĕсем.

Юрий СНЕГОПАД.

Çветке телей илсе çитерчĕ
Çветке телей илсе çитерчĕ
Çветке телей илсе çитерчĕ
Çветке телей илсе çитерчĕ
Çветке телей илсе çитерчĕ
Çветке телей илсе çитерчĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас