Астăватăп-ха, ача чухне тĕттĕм тăкăрлăкран çакнашкал тумлă çын ăнсăртран сиксе тухсан, хăранипе тÿнсе каяс патне çитеттĕн. Çветке çÿрекенсем этем чĕлхине манса хăрушла кăшкăратчĕç, хăйсене тискер кайăкла тыткалатчĕç.
Январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем чăваш халăхĕн йăлисене асра тытса «Раштав каçĕн пăшăлтатăвĕ» Раштав каçĕ йĕркелесе ирттернĕ. Усал-тĕсел çыпăçасран, ял çыннисем палласран сăнарсем ятарласа тумсем тăхăннă, пичĕсене хупланă.
Урамра çанталăк сивĕ тăнă пулсан та мыскараллă тумланнă çынсем килĕрен киле çÿренĕ. Юрăсем шăрантарнă, шÿтсемпе тыткăна илнĕ – çак каçхине ăруран-ăрăва куçса пыракан авалхи çветке юррисем уйрăмах чун-чĕререн янăранă.
Ашшĕ-амăш çурăмĕ хыçĕнчен пăхакан ачасем юмахри сăнарсене тимлĕн пăхса тухнă, канфетпе тата пан улмипе тулнă алă тупанĕсене тăснă. Аслисем вара йăла-йĕркесене халĕ те тытса пынине тата ăрусен çыхăнăвне курнă май ачасенчен кая мар савăннă. Паллах, вĕсем çветке çÿрекенсене кучченеçсемпе те сăйлама манман – пĕрисем кукăль-пÿремеч, теприсем канфет-печени панă.
Культура çурчĕн ĕçченĕсем, çветкесем, ывăннă пулсан та тулли кăмăлпа таврăннă. Вĕсен миххинче кучченеçсемсĕр пуçне çулталăк тăршшĕпе çитекен чун ăшши те пулнă. Çак каç пĕрлĕхпе ырăлăх уявне çаврăннă. Вăл йăла-йĕркесем чĕрĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.