Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
28 Кӑрлач , 14:00

Нижневартовск хули çулла юмах тĕнчине çаврăнĕ

Чăвашсен  наципе культура автономийĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хастар ĕçлеççĕ.  Çав шутра Ханты-Манси автономи округĕнчи (ХМАО)  Нижневартовск хулинчи «Илем»  чăваш наципе культура автономийĕ те.

Нижневартовск хули çулла юмах тĕнчине çаврăнĕ
Нижневартовск хули çулла юмах тĕнчине çаврăнĕ

Асăннă обществăлла организаци  Президент гранчĕсен фончĕ ирттерекен конкурсра «Этнический фестиваль «Акатуйская палитра» проектпа çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, вĕсене 988 938 тенкĕ укçа уйăрнă. Унăн авторĕ Светлана Иванова, Нижневартовск хулинчи «Илем»  чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ. Сăмах май каласан, Светлана Сергеевна Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ.  Асăннă автономи федераллă шайри пулăшăва пула çĕнтерме пултарнă.

Фестивале çур аки хыççăн ирттерекен авалхи йăла-йĕркене халалланă. Халӑх пултарулӑхӗпе, йӑли-йӗркипе тата культурипе  пуян,  çутă та пĕлтерĕшлĕ мероприяти  Нижневартовск хулинчи тӗрлӗ халӑх представителӗсене, ХМАО-Юграри муниципаллӑ пĕрлĕхсене тата ытти регионсен представителӗсене пӗрлештерӗ.

Мероприятисене 2026 çулхи çуллахи вăхăтра ирттерме палăрттаççĕ. Нижневартовск хулин территорийĕ чăваш культурин юмахлă тĕнчине çаврăнĕ: илемлĕ орнаментсем, наци костюмĕсем, халăх вăййисем тата ăмăртусем.

Куракансене музыкаллă номерсем, театрализациленĕ шоусем, ал ĕç тата кулинари мастер-класĕсем, тематикăллă выставкăсем, ачасемпе аслисене валли интерактивлă программăсем кĕтеççĕ. Ăмăртусенче Кĕрешÿ енĕпе вăй виçессине, алă вăйĕпе туя туртассине, кире пуканĕ йăтассине тата хаваслă эстафетăсем йĕркелĕç. Наци кухнине хаклакансем валли тутлă пăтăсен, кукăль-пÿремеч, ĕçмесен дегустацийĕ иртĕ. Фестиваль халăх дискотекипе вĕçленĕ.

Асăннă проект культура эткерлӗхне упрама тата нацисен хушшинчи килӗшĕве çирĕплетме, йӑла-йӗркесене сыхласа хăварма тата ҫамрӑксене патриотизм воспитанийӗ пама тӗллев лартнӑ. Çавăн пекех вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2026 çула Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă мероприятисен пĕр пайĕ пулса тăрĕ.

#ФондПрезидентскихГрантов #ЭтническийФестиваль #Нижневартовск #ЭтноКультура #АкатуйскаяПалитра

Нижневартовск хули çулла юмах тĕнчине çаврăнĕ
Нижневартовск хули çулла юмах тĕнчине çаврăнĕ
Нижневартовск хули çулла юмах тĕнчине çаврăнĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас