Мероприятие хутшăнакансем чăваш культурин илĕртÿллĕ тĕнчине çул çÿреве кайнă. Кунта вĕсем чăваш халăхĕн авалхи кулленхи пурнăçĕпе паллашнă. Фольклор программине ертсе пыракансем мăн асатте-асаннесем мĕнле савăт-сапапа усă курни, кăмака мĕн тума кирлĕ пулни, хăйсен аллисемпе хатĕрленĕ пукане-управçăсем çинчен каласа панă. Ачасенче уйрăмах кашни пуканен хăйĕн пĕлтерĕшĕ пулни, вĕсем çемьене усалтан сыхлани пысăк интерес çуратнă.
Хăнасене чăваш халăх алăсталăхĕсемпе, авалхи уявсен тата туй йăли-йĕркисемпе паллаштарнă, вĕсем хăйне евĕрлĕ те тарăн пĕлтерĕшлĕ пулнине çутатса пама тăрăшнă. Калаçу вăхăтĕнче чăвашсен культури пуян, фольклорĕ интереслĕ, историйĕ нумай ĕмĕрлĕ, йăла-йĕркесем нумай енлĕ пулнине çирĕплетсе панă. Çак пĕлÿ пирĕн несĕлсемшĕн хăйĕн хаклăхне çухатмасăр ăруран ăрăва куçса пырать.
Фольклор программи хамăр халăхăн йăли-йĕркисене аса илнипе вĕçленнĕ. Мероприятие хутшăнакансем юрă-кĕвĕ картине тăнă, авалхи чăваш вăййисене аса илнĕ. Çакăн йышши тĕлпулусем кĕнекери историпе паллашнисĕр пуçне, ăрусен çыхăнăвне туйса илме, йăласене хисеплени пурнăçа илемлĕрех тума пулăшаççĕ. Асăннă мероприяти «ăçта йăла-йĕркесене тытса пыраççĕ, унта килĕшупе пĕрлĕх, хаваслăх хуçаланаççĕ» тенине тепĕр хут çирĕплетнĕ.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.