

Кăçалхи Уява пухăннă халăха иртнĕ çулхи пекех район админитсраци пуçлăхĕ Ильяс Гузаиров саламласа халăх йали-йĕркине упрани паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, пултаруллисене Тав çырăвĕсем парса чысланă. Çавăн пекех Тăмпарлă ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Светлана Козлова, Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономи ертÿçин çумĕ Владимр Яковлев, Турцинчен килнĕ предприниматель-хăнасем ăшă сăмахсем каланă.
Меропияти программине Тутарстанри тата Пушкăртстанри хăйпултарулăх коллективĕсем хайсен хÿхĕм наци тумĕсемпе тата юрри-кĕввипе илем кÿнĕ. Пирĕн республикăран уяв сцени çине Туймазă хулинчи «Çеçпĕл» тата Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнчи «Тантăшсем» ушкăн тухнă.
Шупашкартан килнĕ чăваш халăх артисчĕ Августа Уляндина ертсе пыракан «Ярды» ушкăна халăх тарават йышăннă. Вĕсен пултарулăхĕпе паллашнă май тăмпарлăсемпе хăнасем тăвăллăн алă çупнă, ташă картине тăнă.
Уявра спорт вăййисемпе тĕрлĕ киленÿ хусканăвĕсем те çителĕклех пулнă. Ăмăртусене хутшăнса çĕнтернисене пур лапамра та парнесем кĕтнĕ.
Чăваш халăхĕн йали-йĕркипе çыхăннă Уяв кашнин чĕринче ăшă туйăмсем çуратнă, регионти халăхсен культура еткерлĕхне упрамаллине çирĕплетекен тĕслĕх пулса тăнă. Акă, мĕн пĕлтерет Уява хутшăннă Людмила Гусева хăна: «Пысăк тав чаплă праçникшĕн. Эпĕ сирĕн ялăрта пуçласа пултăм. Яла пырса кĕнĕ май илемлĕ те капмар çуртсем, анлă та таса урамсем кăмăла çĕклеççĕ. Çыннисем тата мĕнле тарават. Уява питĕ тĕплĕн те анлă хатĕрленнĕ, хăнасене тивĕçлĕ те кирлĕ пек кĕтсе илтĕр. Сире пысăк тав. Манăн кунта малашне те килес килет».
Юрий СНЕГОПАД.
Тутарстан,
Бавлă районĕ, Тăмпарлă ялĕ.