

Ĕпхÿре иртекен III Пĕтĕм Раççейри ачасен фольклориадинче (унта пурĕ 80 регионти пин ытла çамрăк хутшăннă) Псков облаçĕнчи Печорăри лингвистика гимназийĕн «Тсиргукысы» («Кайăк чĕпписем») ачасен этнографи ансамблĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Асăннă коллектив Раççейре йышĕпе чи пĕчĕк халăхăн – сето- культурипе паллаштарнă.
Ушкăн ертÿçи Елена Вариксоо каласа панă тăрăх, çак халăх финпа угор ушкăнне кĕрекен тĕп халăх шутланать. Вăл Эстони Республикипе чикĕленекен Псков облаçĕн территоринче тымар янă.
- Пирĕн енче пурĕ 234 сето пурăнать. Ку вăл питĕ те сахал. Çакă Раççейри сайра тĕл пулакан халăх статусне илме май парать, тенĕ , - тенĕ ертÿçĕ журналистсене.
Ĕпхÿри Ачасен фольклориадине çак ансамблĕн 14 пайташĕ - вунă хĕр ачапа тăватă арçын ача - хутшăннă. Çамрăк артистсем юрлаççĕ кăна мар, халăхăн юрă-кĕвĕ инструменчĕсемпе те (шăхлич, каннель) выляççĕ.
- Эпир хамăр тăрăхри юрăсене çĕнĕрен тавăратпăр. Этнографи çырăвĕсене тĕпчетпĕр, кĕнекесемпе архивсенче ĕçлетпĕр, - паллаштарнă Елена.
«Сето юррисен вырăслисемпе танлаштарсан пĕр пеклĕхсем пур-и?» текен ыйту çине коллектив ертÿçи çапла хурав панă: « Сасă янрассипе вĕсем уйрăлса тăраççĕ», - тенĕ. Çакăн хыççăн юррăн пĕр кĕске сыпăкне юрласа кăтартнă.
«Кайăк чĕпписем» ушкăн Ĕпхĕве килни çамрăк талантсем хăйне евĕр халăх культурипе паллаштарни çеç мар, çулçÿрев вĕсене ытти халăхсен йăли-йĕркисене ăша хывса хаклама май туса панă.
- Ачасен фольклориади пирĕншĕн чăн-чăн туслăх тата пултарулăх енĕпе хутшăнусем йĕркелемелли уява çаврăнчĕ. Кунта эпир юрă-ташă урлă пирĕн çĕршыв анлă та тĕрлĕ пулнине тепĕр хут куртăмăр, - çирĕплетнĕ Елена.
Юрий СНЕГОПАД.