Урал сасси
+26 °С
Облачно
Йăла-йĕрке
20 Августа , 07:00

Пан улми сăпасĕ – сăваплă уяв

Август уйăхĕнче Православи тĕнне ĕненекенсем виçĕ Сăпас паллă тăваççĕ: 14-мĕшĕнче - Пыл, 19-мĕшĕнче – Пан улми, 29-мĕшĕнче - Мăйăр сăпасĕсем.

Пан улми сăпасĕ – сăваплă уявПан улми сăпасĕ – сăваплă уяв
Пан улми сăпасĕ – сăваплă уяв

Тĕн йĕркипе август уйăхĕн 19-мĕшĕ – Иисус Христос Турă çĕнелсе улшăннă кун (Преображение Господне). Вăл православи тĕнĕн чи пĕлтерĕшлĕ 12 уявĕнчен пĕри шутланать. Халăхра ăна – Пан улми сăпасĕ теççĕ. Ăна мĕн авалтанах пысăк тимлĕх уйăрнă.

Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнчи вулавăш тата культура çурчĕн ĕçченĕсем, Елизавета Герасимовапа Наталия Федотова, вырăнти «Пилеш» фольклор ушкăнĕпе пĕрле Пан улми сăпасне халалласа  фольклор уявĕ йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятие хутшăнакансем çак уявпа çыхăннă йăласем, чылай сăнавсем паянхи кун та упраннине пĕлнĕ. Иккĕмĕш сăпас кунĕнчи çанталăка пăхса çитес çулхи январь мĕнлерех пулассине каланă.

Пан улми сăпасĕ çумăрлă пулсан, çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче юр тултарать. Типĕ çанталăк тăрсан, кĕркунне те çаплах типĕ килĕ. Пукрав кунĕ те уяр тăрĕ, январьте вара хаяр сивĕ пулмалла. Ку уяв çу вĕçленсе пырасса, кĕр пуçланасса палăртать. Сăпас хыççăн каçсем сивĕрех пулаççĕ. Сăпас çитсен алса хатĕрлесе хур тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем. Çак кун çук пурнăçпа пурăнакана пан улми е кăçал туса илнĕ кирек мĕнле çимĕçпе те хăналасан е парса ярсассăн килес çул пахча çимĕç ăнса пулать тенĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра вăл çирĕп йĕрке пулнă, ăна никам та пăсма хăяйман, çулсеренех тытса, пăхăнса пынă. Çак кун ырă ĕçсем кăна тумалла, пуринпе те кăмăллă пулмалла. Пысăк ĕçсем тума юрамасть. Хĕрарăмсем пан улмирен варени, компот вĕретеççĕ, хĕле валли тураса типĕтеççĕ.

Пан улми сăпасĕ – сăваплă уяв
Пан улми сăпасĕ – сăваплă уяв
Пан улми сăпасĕ – сăваплă уяв
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас