Урал сасси
+13 °С
Ясно
Йăла-йĕрке
22 Августа , 12:00

Ташăра - чун юрри, савăнăçпа ырату кĕвви

Ташă вăл - хăйне евĕрлĕ пурнăçа сăнласа пани. Ăна кураканăн чунпа туйма, ăша хывма çеç пĕлмелле. Чăваш ташши илемлĕ, чăннипех пуян пулнине эпир пĕлетпĕр. Шăпах унра халăх йăли-йĕрки, ĕç-хĕлĕ, историллĕ кун-çулĕ сăнарланнă. Вăхăт иртнĕçемĕн, пурнăç улшăнса пынă май ташă та аталаннă, улшăннă, çапах шăнăрĕ упранса юлнă.

Ташăра - чун юрри, савăнăçпа ырату кĕввиТашăра - чун юрри, савăнăçпа ырату кĕвви
Ташăра - чун юрри, савăнăçпа ырату кĕвви

Çамрăк ăрăва тăван культурăпа çывăхрах паллаштарас тĕллевпе Авăркас районĕнчи Чакăллă (Александровка) ялĕнчи культура çуртĕнче «Чăваш ташшине вĕренетпĕр» ятпа ăсталăх тĕпелĕ (мастер-класс) иртнĕ. Ăна Галина Афанасьева йĕркеленĕ. Культура ĕçченĕ пухăннисене ташă историйĕ çинчен каласа панă, хусканусене сăпайлă та пĕлсе усă курма вĕрентнĕ.  

Çапла, ташăра чун юрри, савăнăçпа ырату кĕвви сăнланать. Ахальтен мар вăл культурăн, тĕнĕн, воспитанин пĕр пайĕ пулса тăнă.

Авăркас районĕ, Чакăллă ялĕ.

Ташăра - чун юрри, савăнăçпа ырату кĕвви
Ташăра - чун юрри, савăнăçпа ырату кĕвви
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас