Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Сентябрӗн 2021, 10:54

Хĕвел çаврăнăш пуçтарма тытăннă

ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра 46 пин тонна ытла çу тумалли хĕвел çаврăнăш вăррине шĕкĕлченĕ.

Хĕвел çаврăнăш пуçтарма тытăннă
Хĕвел çаврăнăш пуçтарма тытăннă

- Çу паракан тĕп культурăна, хĕвел çаврăнăшне, пуçтарас ĕç хĕрсе пырать. Сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне асăннă культурăна акса ÿстерекен республикăри 36 хуçалăхра 36 пин гектар хĕвел çаврăнăш вырса пуçтарнă. Республикăра асăннă культурăна 254 пин гектар çинче лартнине шута илес пулсан, малта ĕç нумай-ха, - палăртнă аграри ведомствинче.
Сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне çу паракан культурăсене пĕтĕмпе 46 пин тонна çапса илнĕ. Вăтам тухăç гектартан - 12,5 центнер. Çу кунĕсем типĕ тăнине шута илсен, ку – начар тухăç мар теççĕ аграрисем.
Авăркас, Буздяк, Дюртюли районĕсенче вара гектар пуçне 21,4 - 22,8 центнер хĕвел çаврăнăш вăрри пухса илеççĕ.
- Çу паракан культурăсем республикăра пурĕ 355 пин гектар йышăнаççĕ. Хĕвел çаврăнăшсăр пуçне регионти аграрисем кăçал йĕтĕн те акса ÿстернĕ. Ăна вырса пуçтарас ĕç вĕçленсе пырать. Сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне 49,7 пин гектартан иккĕ виççĕмĕш пайне вырса илнĕ, - пĕтĕмлетнĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: