Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Апрелӗн 2022, 11:00

Çĕре тĕрĕс кăпкалатма вĕренчĕç

Пишпÿлек тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен механизаторĕсем çĕнĕ технологисемпе, ĕç сыхлавĕпе, пушар, çул çÿрев хăрушсăрлăхĕсемпе çыхăннă пĕлĕвĕсене пуянлатнă, çĕнĕрен аттестаци иртнĕ.

Çĕре тĕрĕс кăпкалатма вĕренчĕç
Çĕре тĕрĕс кăпкалатма вĕренчĕç

Планпа палăртнă тăрăх, районта кадрсене çурхи ака ĕçĕсене хатĕрлессипе çыхăннă пысăк масштаблă ĕçсем пыраççĕ. Механизаторсен пĕлĕвне ÿстерессипе тата аттестаци иртессипе çыхăннă вĕрентĕве чи малтан Ситек ялĕнчи «Урожай» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн 15 механизаторĕ иртрĕ. Вĕсем хуçалăхăн çутă та хăтлă столовăйĕнче пуçтарăнчĕç. «Урожай» хуçалăх ертÿçи Юрий Иванов хăй ĕçченĕсене вĕрентекенсемпе тата пĕлĕвĕсене тĕрĕслекенсемпе – районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕпе Александр Новиковпа тата ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техникин тĕп инженерĕпе Радик Аминовпа паллаштарчĕ.
Механизаторсен квалификаци пĕлĕвне ÿстерессипе çыхăннă вĕрентÿ программине агротехникăпа, ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене çĕнĕ технологипе çĕр ăшне хывассипе çыхăннă ыйтусем кĕртнĕ. Çавăн пекех çурхи ака вăхăтĕнчен пуçласа вырма вĕçленичченех хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем, агрегатсемпе механизмсем – тракторсемпе погрузчиксем, прицепла механизмсем, комбайнсем – çинче ĕçленĕ чух ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли ыйтусене тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Механизаторсене уйрăмах пысăк тухăçлă культурăсене туса илнĕ чухне техникăна епле йĕркелесси, хута ярасси интереслентерчĕ. Çĕр хăйне пĕлсе пăхнине юратать. Ун чухне тин тухăç ăнса пуласса кĕтме пулать. Вĕрентÿ механизаторсен пĕлĕвĕсене билетсем тăрăх тĕрĕсленипе вĕçленчĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: