Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Апрелӗн 2022, 13:37

Банксем ял хуçалăх предприятийĕсене 8 млрд тенкĕ кредит пама хатĕр

Кредит организацийĕсем  Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсен 254 заявкине ырланă, вĕсем валли 7,9 млрд тенкĕ уйăрнă. Çакăн çинчен республикăри ял-хуçалăх министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ.

Банксем ял хуçалăх предприятийĕсене 8 млрд тенкĕ кредит пама хатĕр
Банксем ял хуçалăх предприятийĕсене 8 млрд тенкĕ кредит пама хатĕр

Пурĕ республикăри аграрисем  çулталăкне 5 процентпа 11 млрд тенкĕ субсиди илме палăртаççĕ. Федераллă правительство ял хуçалăх таварне тăвакан производительсене  меллĕ займ паракан банксене субсиди уйăрнă - Пушкăртстан валли  çак ĕçе пурнăçлама 1 млрд тенкĕ ытла. Çав хисепрен 760 млн тенкине банксене çитернĕ те.  Вăл 7,5 млрд тенкĕлĕх çăмăллăхсемпе усă курса кредит уйăрма çитĕ.

Нумай пулмасть республикăна 290 млн тенкĕ çитнĕ, çак хисеп 2,5 млрд тенкĕлĕх займ валли çитмелле.

Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин прогнозĕсем тăрăх, кăçал çур аки кампанине ирттерме 22,5-23 млрд тенкĕ кирлĕ пулĕ. Вĕсенчен 20 млн тенкине  аграрисем вăрлăх, удобрени, сĕрмелли-çунтармалли материалсем, хими препарачĕсене туянма, ĕç укçи  тÿлеме тата ытти вак-тĕвек валли тăкаклĕç.

Республикăри ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов 2021 çулта регионти ял хуçалăх производителĕсем çу типĕ пулнипе 26-30 млрд тенкĕ тупăш илсе çитерейменнине палăртнă. Çак укçа-тенке вĕсем производство аталанăвне яма пултарнă. Вăл кăçал та инвестицисем валли майсем сахалланни çинчен пĕлтернĕ.

Маларах Раççей правительствин председателĕ Михаил Мишустин аграрисене пулăшмалли схема улшăнни çинчен каланăччĕ. Халĕ производство тата тыр-пула вырнаçтарассипе çыхăннă тăкаксен субсидисене ял хуçалăх компанийĕсем тухăç пуçтарнă пĕтĕмлетÿсем тăрăх кĕркунне мар, çур аки вăхăтĕнчех тавăрма пултараççĕ. Çакă предприятисене укçа-тенкĕпе кирлĕ чух усă курма май парать.Тăкаксен пĕр пайне тавăрма федераллă бюджетран 10 млрд тенкĕ уйăрнă. Маларах çăмăллахлă кредитсем валли30 млрд тенкĕ панă. РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе  2022 çулта ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшма тата 150 млрд тенкĕ уйăрĕç.

Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне çур аки ĕçĕсем Пушкăртстанри 44 районта пуçланнă. 15 районта маларах акмалли тĕш-тырăсенчен ĕçе пуçланă, 9-шĕнче хĕвел çаврăнăш акаççĕ. Республикăра тĕш тырăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ иртнĕ çулхи пекех 1,72 млн гектар пулĕ. Маларах регион правительствинче сахăр кăшманĕн лаптăкне 36,2 пин гектартан 47 пине çитересси çинчен калаçнăччĕ. Çакă 1,8 млн тонна пылак тымар ÿстерсе илме май парĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: