Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Апрелӗн 2022, 15:00

Ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хире 1,9 млрд тенкĕлĕх çĕнĕ техника кăларнă

2022 çулта,  иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çур акинче акмалли агрегатсем - 140, çĕр ĕçлекен машинăсем  -170, тракторсем 150 единица нумайрах пулĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хире 1,9 млрд тенкĕлĕх çĕнĕ техника кăларнă
Ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хире 1,9 млрд тенкĕлĕх çĕнĕ техника кăларнă

2022 çулхи пĕрремĕш кварталта Пушкăртстан аграрийĕсем 1,9 млрд тенкĕлĕх 585 ял хуçалăх техникипе оборудовани туяннă. Çакă иртнĕ çулхинчен 150 млн тенкĕ ытларах.

- Иртнĕ пилĕк çул хушшинче  республикăри ял хуçалăх техникин паркĕ 14 пине яхăн единица çĕнелнĕ. Туяну хакĕ 36 млрд тенкĕрен те иртнĕ. Санкцисем пулсан та аграрисем çĕнĕ техника туянассине чакарманни савăнтарать. Кунта  регионти АПК паркне çĕнетмелли программа витĕмĕпе субсидисем уйăрни пысăк пулăшу парать, - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕ – ял хуçалах министрĕ Ильшат Фазрахманов.

Программăпа килĕшÿллĕн аграрисене çĕнĕ техникăпа оборудовани хакĕн 50% каялла тавăрса параççĕ. 2017-2021 çулсенче Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсене асăннă юхăм валли 7,1 млрд тенкĕ уйăрнă.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: