Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
6 Майӑн 2022, 12:30

Пушкăртстанра «Çемье ферми» проект валли 230 млн тенкĕ уйăрнă

Кăçал «Çемье ферми» проекчĕпе усă курса грант çĕнсе илме 34 фермер кăмăл тунă. 2022 çулта çак ĕçе пурнăçа кĕртме республикăра 230,2 млн тенкĕ уйăрнă.

Пушкăртстанра «Çемье ферми» проект валли 230 млн тенкĕ уйăрнă
Пушкăртстанра «Çемье ферми» проект валли 230 млн тенкĕ уйăрнă

- «Çемье фермин» гранчĕсемшĕн пиçсе çитнĕ, ура çинче çирĕп тăракан тата хуçалăх ĕçне малалла аталантарма ĕмĕтленекен фермерсем кĕрешеççĕ,- тенĕ ПР правительствин премьер-мининистрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – 30 млн тенке çитекен гранта конкурса хутшăннисенчен чи пултаруллисем тивĕçĕç. Вĕсен пуçламăш пурлăх никĕсĕ çирĕп тата малашлăх бизнес-планĕ пулмалла. Çаксене пурне те аграри ведомствин конкурс комиссине видеохостинг вăхăтĕнче тÿрĕ эфирта кăтартмалла.

Çемье фермине аталантармалли гранта хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тата уйрăм предпринимательсене 30 млн тенке çити параççĕ. Çав вăхăтрах унăн виçи эсир пурнăçлама палăртнă проектăн пĕтĕмĕшле тăкаксен виçин 60 процентĕнчен иртсе каймалла мар.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: