Урал сасси
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Майӑн 2022, 12:40

Мĕнпур лаптăксен пĕрре виççĕмĕш пайне акнă

Май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне республикăри çĕр ĕçченĕсем 832 пин гектар çинче çурхи культурăсене акнă. Ку вăл мĕнпур лаптăкăн 38 проценчĕпе танлашать. Ака ĕçĕсем пур районсенче те пыраççĕ, анчах та Татăшлă, Калтасă, Аскин тата Янаул районĕсенче çак ĕçе нумаях пулмасть пуçланă тесе пĕлтерет республикăри ял хуçалăх министерствин пресс-служби.

Мĕнпур лаптăксен пĕрре виççĕмĕш пайне акнă
Мĕнпур лаптăксен пĕрре виççĕмĕш пайне акнă

Çав вăхăтрах çурхи уй-хир ĕçĕсене вунă районта планпа палăртнă лаптăксенчен çурри ытла пурнăçланă, Мелеуз районĕнче вара – 70 процент. Мелеузсем çурхи культурăсене 57,4 пин гектар çинче акма пултарнă. Çтерлĕ районĕнче çак кăтарту -  48 пин, Илиш тăрăхĕнче 45,7 пин гектарпа танлашать.

Йăлана кĕнĕ тăрăх республикăра ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă – 565 пин гектар. Çу туса илмелли ÿсентăрансем 204 пин гектар йышăннă, сахăр кăшманĕ – 18 пин гектар.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: