Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Июлӗн 2022, 18:05

Республикăри уй-хирсене паян-ыран тĕш тырă комбайнĕсем тухĕç

Çак эрнере хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хирти кĕрхи тата маларах пиçсе çитĕнекен пĕрчĕллĕ культурăсене пухса илме тухĕç тесе пĕлтернĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.

Республикăри уй-хирсене паян-ыран тĕш тырă комбайнĕсем тухĕç
Республикăри уй-хирсене паян-ыран тĕш тырă комбайнĕсем тухĕç

Кăçал аграрисен  1,757 млн гектар çинчи тырпула пухса илмелле пулать. Çав шутра кĕрхи культурăсене 262 пин гектар çинче тĕшĕлемелле, çурхи тата пĕрчĕллĕ пăрçа йышшисене – 1,495 млн гектар.

- Хальхи вăхăтра вырмана хатĕрленмелли хĕрÿ тапхăр пырать. Тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсен хатĕрленÿ шайĕ 98 процентпа танлашать. Хуçалăхсенче пурĕ 3940 комбайн шутланса тăрать, вĕсенчен юсавлисем - 3861 уй-хир карапĕ, - пĕлтернĕ вице-премьер.

Çĕр ĕçченĕсен пурĕ 2,427 млн гектар çинчи тухăçа пухса илмелле пулать. Çав шутра - 435,6 пин гектар çу тумалли культурăсем кĕреççĕ, 44,32 пин гектар - сахăр кăшманĕ, 3,89 пин гектар - çĕрулми тата пахча çимĕç, 69,23 пин гектар -  выльăх апачĕ валли çитĕнтернĕ кукуруза.

Планпа август уйăхĕн пĕрремĕш декадинче кĕрхи ыраша акма пуçласшăн, виççĕмĕш декадăра – кĕрхи тулă. Çак ĕçсене пурнăçлама 2960 ака тумалли агрегатпа усă курĕç, çав шутра - 610 акмалли комплекс.

- Çакăн чухлĕ техникăпа тĕрĕс те пĕлсе усă курсан 550 пин гектар çинчи кĕрхи акана 5-6 кун хушшинче вĕçлеме пулать, - тенĕ регионти агропромышленность комплексĕн ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: