Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
2 Августӑн 2022, 10:50

Выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнчи «Переработка» ООО 600 тонна ытла утă хатĕрленĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать
Выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать

Шăрăх кунсем тăни ял хуçалăх производителĕсене выльăх апачĕ хатĕрлемелли кампание ăнăçлă вĕçлеме май парать. Чи малтан тĕркере утă тума.
– «Переработка» ОООра кунсерен выльăх апачĕ хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсем малалла та кал-кал пыраççĕ, – тет ăнăçлă ĕçлесе пырса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан хуçалăх ертÿçи Валентин Судеев. – Паянхи кăтартусене шута илсен выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклĕ. Пирĕн хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх тата темиçе пуç лаша пуррине палăртса хăвармалла. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отраслĕн никĕсĕнче – 462 мăйракаллă шултра симменталлă ăратлă выльăх, вĕсенчен 145-шĕ - сăвăнакан ĕне.
Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче çумăрсем çунипе ĕç графикĕнче кăштах улшăнусем пулса иртрĕç. Апла пулин те ĕçри çитменлĕхсене пĕтерме пултартăмăр. Нумай çул ÿсекен курăк 200 ытла гектар йышăнать. Вĕсене çулса пĕтеретпĕр. Пĕр çулхи курăк 91 гектар, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен шутне кĕрекен вика 350 ытла гектар çинче çитĕнет. Çав хирсем çинче те выльăх апачĕ хатĕрлессипе хĕрÿ ĕç пырать. Хĕрĕх гектар йышăнакан кукуруза та кăçал тухăçпа савăнтарчĕ. Çавăн пекех 600 тонна ытла тĕркери утă хатĕрлерĕмĕр. Асăннă ĕç малалла пырать. Выльăх апачĕ хатĕрлекен техника лайăх ĕçлет, механизаторсен кăмăл-туйăмĕ çĕкленÿллĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: