Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Августӑн 2022, 13:00

«Хĕвел çаврăнăш çăвĕпе пурне те тивĕçтерĕпĕр»

Кăçал республикăра хĕвел çаврăнăшĕн тухăçĕ лайăх пуласса шанса, ăна 350-360 пин тонна пухса илме палăртаççĕ.

«Хĕвел çаврăнăш çăвĕпе пурне те тивĕçтерĕпĕр»
«Хĕвел çаврăнăш çăвĕпе пурне те тивĕçтерĕпĕр»

2022 çулта асăннă культурăна 302,9 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче акнă, çакă 2021 çулхинчен 14% нумайрах. Кун пирки Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче çырнă.
– Эпир ÿсен-тăран çăвĕн производствине те йĕркеленĕ – Пушкăртстанра икĕ завод ĕçлеççĕ. Вĕсен хăвачĕ талăкне 2,5 пин тонна хĕвел çаврăнăш вăррине йышăнма пултарать. Пĕтĕмĕшле пирĕн предприятисем çулталăкне 320 пин тонна ытла хĕвел çаврăнăш çăвĕ туса кăлараççĕ. Çакă республикăна кирлинчен 6 хут нумайрах шутланать. Хĕвел çаврăнăш çăвĕпе хамăра тата ытти регионсене тивĕçтерĕпĕр, – палăртнă регион ертÿçи.
Инга ВАСИЛЬЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: