Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
5 Августӑн 2022, 17:55

Республика экспорта 89 пин тонна ытла тырă ăсатнă

2022 çулхи 7 уйăхра Пушкăртстанри агропромышленность комплексĕ çывăхри тата аякри ют çĕршывсене 89,88 пин тонна тĕш тырă тата унран туса кăларнă продукцие экспорта ăсатнă.

Республика экспорта 89 пин тонна ытла тырă ăсатнă
Республика экспорта 89 пин тонна ытла тырă ăсатнă

Россельхознадзорăн Пушкăртстан Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ытларах тулаш рынокра тулă - 65,45 пин, йĕтĕн -16,33 пин, сафлор – 1,05 пин , урпа – 0,51 пин тонна туяннă. Çавăн пекех ют çĕршывсене 850 тонна хĕвел çаврăнăш, 66 тонна расторопши, 66 тонна вика тата 22 тонна горчица сутнă.

Пушкăрт продукцине Азербайджанпа Армени, Бельгипе Белоруси, Германипе Грузи, Данипе Казахстан, Китайпа Латви, Нидерландпа Норвеги, Турципе Туркменистан, Узбекистан – пурĕ 16 патшалăх  - туяннă.

Ведомствăра 2021 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, кăçал экспорта яракан ял хуçалăх тавар виçи 24,43 пин тонна сахалланнине пĕлтернĕ. Иртнĕ çул январьтен пуçласа августчен ют патшалăхсене 114,14 пин тонна тырă тата унран тунă продукцине сутнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: