Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
28 Августӑн 2022, 12:55

«Сĕт çĕршывĕ» фестивале 60 пин çын çитсе курнă

Ĕнер, август уйăхĕн 27-мĕшĕнче,  Ĕпхÿ хулинче «Сĕт çĕршывĕ» («Молочная страна») юбилейлă X фестиваль иртнĕ. Асăннă мероприятие 60 пин ытла çын çитсе курнă тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби. Ĕпхÿ çыннисемпе хăнасем валли тĕрлĕ атракционсем, спорт лапамĕсем, апат-çимĕç картишĕсем (фудкорт), сĕт ярмăркки, ферма, ачасем валли мастер-классем ĕçленĕ. Пухăннă халăх концерт программипе паллашма пултарнă.

«Сĕт çĕршывĕ» фестивале 60 пин çын çитсе курнă
«Сĕт çĕршывĕ» фестивале 60 пин çын çитсе курнă

Аграри ведомстви пĕлтернĕ тăрăх, фестивале 200 компани хутшăннă. Хăнасем сĕт ярмăрккинче 50 тонна сĕт продукцийĕ, 4 тонна услам çу, 3,1 тонна сыр, 2,5 тонна мороженăй, 4,1 тонна кăмăс, 17 пин банкă çăратнă сĕт туяннă. Сĕт-çу таварĕсемсĕр пуçне фестивальте фермерсен аш-какай деликатесĕсем, çăкăрпа булка тата кондитер продукцийĕсем, пыл тата ытти те  çителĕклех пулнă.

Юбилейлă мероприятие Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çитсе курнă. Вăл фестиваль пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, кăшалвирус пандемийĕ хыççăн ăна икĕ çултан çĕнĕрен йĕркеленине ырланă.

Фестивале Пишпÿлек районĕнчи чăваш артисчĕсем тата Мияки тăрăхĕнчи Виталий Захаров шăпăрçă та хутшăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

«Сĕт çĕршывĕ» фестивале 60 пин çын çитсе курнă
«Сĕт çĕршывĕ» фестивале 60 пин çын çитсе курнă
«Сĕт çĕршывĕ» фестивале 60 пин çын çитсе курнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: