Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
4 Сентябрӗн 2022, 15:05

Икĕ завод 1,5 млн тонна сахăр кăшманĕ йышăнĕ

Пушкăртстанри аграрисем сахăр кăшманĕ кăларма пуçланă. Чăн малтан чĕр тавара Раевкăри сахăр завочĕ йышăнма пуçланă. Сентябрь уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне предприятине 18,2 пин тонна тымар çимĕç илсе çитернĕ, вĕсенчен 2,8 пин тоннинчен 666 тонна сахăр туса илнĕ. Çакăн çинчен ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Икĕ завод 1,5 млн тонна сахăр кăшманĕ  йышăнĕ
Икĕ завод 1,5 млн тонна сахăр кăшманĕ йышăнĕ

Чишмари сахăр завочĕ пылак продукци туса кăларассине çак кунсенче пуçламалла. Планпа палăртнă тăрăх, икĕ сахăр завочĕ 2022-2023 çулсенчи сезонра 1,5 млн тонна тымар çимĕç йышăнма тĕллев лартнă.

Хальхи вăхăтра кăшман пухса илессине икĕ районта, Элшей тата Давлекан, йĕркеленĕ. Асăннă культурăна 1,1 пин гектар лаптăк çинче пухнă, пурĕ 34,4 пин тонна тымар çимĕç чавса кăларнă. Вăтам тухăç гектартан 300 центнерпа танлашать. Пĕтĕмĕшле кăшман акнă лаптăксен виçи республикăра 44 пин гектарпа танлашать, çакă пĕлтĕрхинчен 8 пин гектар нумайрах.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: