Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
5 Сентябрӗн 2022, 17:05

Пушкăртстанри тĕш тырă тухăçĕ - 4 млн тонна ытла

Республикăра паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмĕшле 4 млн тонна ытла пухса илнĕ тесе пĕлтернĕ телеграм-каналта республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров.

Пушкăртстанри тĕш тырă тухăçĕ - 4 млн тонна ытла
Пушкăртстанри тĕш тырă тухăçĕ - 4 млн тонна ытла

«Тыр-пул тухăçĕ пирĕн 4 млн тонна урлă каçрĕ. Хальлĕхе тырра мĕнпур уй-хирсенчен пухса илмен-ха, акнă лаптăксен 80 процентне çапса илнĕ. Кăçал кăтартусем лайăх, çанталăк кÿрентермерĕ – гектартан вăтам тухăç 29 центнерпа танлашать»,-  тесе çырнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ.

Регион ертÿçи йĕпе-сапаллă çанталăк пуçлансан вырма ĕçĕсем йывăрланассине те палăртнă.

«Эпĕ хамăрăн вăя шанатăп, аграрисем хăйсенчен мĕн килнине пурне те тăвĕç»,- пĕтĕмлетÿ тунă Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри тĕш тырă тухăçĕ - 4 млн тонна ытла
Пушкăртстанри тĕш тырă тухăçĕ - 4 млн тонна ытла
Пушкăртстанри тĕш тырă тухăçĕ - 4 млн тонна ытла
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: