Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
12 Сентябрӗн 2022, 18:00

Республикăра пурĕ 4,3 миллион тонна тырă пухса илнĕ

Пушкăртстанра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илесси вĕçленсе пырать. Пушкăртстан Республикин правительствин премьер-министрĕ–ял хуçалăх министрĕ  Ильшат Фазрахманов сентябрь уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне акнă тĕш тырăсен 84 процент лаптăкне (çакă 1,470  млн гектар пулать) çапса илнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмĕшле тухăç пурĕ 4,3  млн тоннăпа танлашнă, вăтамран гектартан 29,3 центнер тырпул тухнă.

Республикăра пурĕ 4,3 миллион тонна тырă пухса илнĕ
Республикăра пурĕ 4,3 миллион тонна тырă пухса илнĕ

Республикăра хура тула тата çу тăвакан культурăсене пуçтарма тытăннă. Ильшат Фазрахманов каланă тăрăх, çанталăк условийĕсене пула вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ чакнă, пĕтĕмĕшле пĕр эрнере 200 пин тонна тырă пухса илнĕ. Тĕш-тырă хума вырăн çитменнине пула ăна хăш-пĕр çĕрте хиртех купасене хываççĕ. Аграри ведомствин ертÿçи малашне кĕлетсемпе складсен шутне ÿстермеллине палăртнă.

2023 çулта пухса илмелли тухăç валли кĕркунне акнă анасен виçи 262 пин гектарпа танлашать. Ку вăл планпа палăртнин 53 проценчĕ пулать. Ильшат Фазрахманов кĕрхи акана сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен вĕçлемеллине асăрхаттарнă. Ÿсен-тăрана шăтса тухса çирĕпленме сивĕсем пуçланиччен 45 талăк кирлĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлесси вĕçленсе пырать. Республикăра ăна çителĕклĕ, запаспа, хатĕрленĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: