Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Сентябрӗн 2022, 16:30

Çĕнĕ тухăçран 8 пин тонна ытла сахăр туса илнĕ

Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанра кăшманăн çĕнĕ тухăçĕнчен 7,8 пин тонна сахăр туса илнĕ тесе пĕлтернĕ регионти Ял хуçалăх министерстви.

Çĕнĕ тухăçран 8 пин тонна ытла сахăр туса илнĕ
Çĕнĕ тухăçран 8 пин тонна ытла сахăр туса илнĕ

Уйрăмах «Раевсахар» завочĕ 75 пин тоннăран 57 пин тонна ытла пылак çимĕçе ĕçе кĕртнĕ. Кăçал пылак тымарăн сахăрлăхĕ 18 процентпа танлашать.

Çавăн пекех Чишмари сахăр завочĕ те чĕр тавартан продукци туса илме пуçланă. Унта илсе килнĕ 22,5 пин тонна кăшманран 2,5 пин тоннине ĕçе кĕртнĕ.

 - Республикăра 19 район сахăр кăшманĕ акса çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра 11 районăн уй-хирĕсенче пылак тымара кăлараççĕ. Аграрисем асăннă культурăна 5,8 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ, урăхла каласан пĕтĕмĕшле лаптăксен 13 проценчĕ. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмĕшле 150 пин тонна пылак тымар кăларнă, - тенĕ аграри ведомствинче.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: