Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Сентябрӗн 2022, 09:10

Пушкăртстанра 4,5 млн тонна тĕш тырă пухса илнĕ

Сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра акнă мĕнпур пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 87 процент лаптăкне пухса илнĕ. Пĕтĕмĕшле тухăç 4,46 млн тоннăпа танлашнă тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби.

Пушкăртстанра 4,5 млн тонна тĕш тырă пухса илнĕ
Пушкăртстанра 4,5 млн тонна тĕш тырă пухса илнĕ

Кĕрхи культурăсене пурне те пухса илнĕ темелле. Вĕсене пурĕ 857,5 пин тонна çапса илнĕ, пĕр гектартан вăтамран 32,8 центнер тĕш тырă тухнă. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 3 миллион та 603 пин тонна пухса илнĕ, вăтам тухăç гектартан – 28, 6 центнер. Тĕш тырă туса тата пухса илессипе малта Çтерлĕ (257,7 пин тонна), Илиш (227, 4 пин тонна), Мелеуз (185,4 пин тонна) тата Чекмагуш (181, 5 пин тонна) районĕсем малта пыраççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: