Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
19 Сентябрӗн 2022, 17:25

Республикăра 4,6 млн тонна тĕш тырă пухса илнĕ

Пушкăртстанра кăçалхи вырма ĕçĕсем пуçланнăранпа пурĕ 4 миллион та 611 пин тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç гектартан 29,3 центнерпа танлашать.

Республикăра 4,6 млн тонна тĕш тырă пухса илнĕ
Республикăра 4,6 млн тонна тĕш тырă пухса илнĕ

ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов Республикăри управлени центрĕнче (ЦУР) эрнесерен иртекен канашлура пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса илесси вĕçленсе пынине пĕлтернĕ. Сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе акнă лаптăксен 91 % çулнă, 90 % çапса тĕшĕленĕ. Ку вăл 1 млн та 592 пин гектарпа танлашать.

- Çтерлĕ, Илиш, Чекмагуш, Авăркас, Мелеуз, Давлекан тата Хайбулла районĕсенче 160 пин тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Çу тумалли культурăсене (рапс, горчица, соя, йĕтĕн) пухса илесси малалла тăсăлать. Çак кун тĕлне 13 % çапса тĕшĕленĕ, вăл 80 пин тонна пулать. Вăтам тухăç гектартан 12,6 центнера çитет. Кушнаренковăпа Хайбулла районĕсенче хĕвел çаврăнăшне пухма пуçланă, - палăртнă Ильшат Фазрахманов.

Сахăр кăшманĕ кăларассине çак ĕçпе ĕçлекен 19 районтан вун тăваттăшĕ пуçланă. Паянхи куна 10 пин гектар çинче (пĕтĕм лаптăкăн 22%) кăларнă, пурĕ 190 пин тонна пылак тымар çимĕç. Çав шутра унăн çуррине (95 пин тонна ытла) сахăр завочĕсене ăсатнă. Вăтам тухăç гектартан 267 центнерпа танлашать.

Икĕ сахăр завочĕ (Раевка тата Чишма) 13 пин тонна сахăр туса кăларнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: