Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Сентябрӗн 2022, 10:37

Хура тул çитĕнтерессипе малтисен шутĕнче

Раççей аграрийĕсем хура тул пухса кĕртме тытăннă. РФ Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, асăннă культурăна 49 субъектра çитĕнтереççĕ. 

Хура тул çитĕнтерессипе малтисен шутĕнче
Хура тул çитĕнтерессипе малтисен шутĕнче

Çапла пĕтĕмĕшле кăтартусемпе малта пыракан регионсен шутне Пушкăртстан Республики, Алтай крайĕ, Курскпа Воронеж тата Орел облаçĕсем кĕнĕ. Вĕсем мĕнпур хура тулăн 75 % çитĕнтереççĕ.

Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне çĕршыври ял хуçалăх производителĕсем 230 пин тонна хура тул пухса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 140 пин тонна нумайрах. Пĕтĕмĕшле кăтарту 2021 çулти хисепрен иртĕ.
Пушкăртстанра кăçал хура тул тухăçĕ лайăх – пĕр гектартан 12,9 центнер тухать. Паянхи кун тĕлне асăннă культура çитĕнекен мĕнпур лаптăксен 45% пуçтарса кĕртнĕ, пĕтĕмĕшле кăтарту 42,5 пин тоннăпа танлашать. Илиш, Кушнаренково тата Балтач районĕсем хура тул çапса тĕшĕлессипе малта пыраççĕ (кашнинче 3,5 - 4,8 пин тонна).
Федераллă аграри министерствинче çакна палăртнă: хура тула шалти рынокра усă курнинчен ытларах туса илнĕ. Çав вăхăтрах продукцие экспорта нумайрах ăсатас тĕллевпе ака-суха лаптăкĕсене ÿстереççĕ, çĕнĕ технологисемпе тата пысăк тухăç паракан вăрлăхсемпе усă кураççĕ, çĕре хывакан минераллă удобренисен калăпăшне пысăклатаççĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: