Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
23 Сентябрӗн 2022, 17:55

Республикăри пĕтĕмĕшле тĕш тырă тухăçĕ 4,8 млн тоннăпа танлашнă

Пушкăртстанра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4,8 млн тонна пухса илнĕ тесе пĕлтернĕ регионти ял хуçалăх министерстви.

Республикăри пĕтĕмĕшле тĕш тырă тухăçĕ 4,8 млн тоннăпа танлашнă
Республикăри пĕтĕмĕшле тĕш тырă тухăçĕ 4,8 млн тоннăпа танлашнă

Оперативлă кăтартусем тăрăх, сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне тĕш тырра 1,6 млн гектар лаптăк çинчен пухса илнĕ. Ку вăл пĕтĕмĕшле акнă çĕрсен 95 проценчĕ пулать. Çав вăхăтрах унчченхи пекех вăтам тухăç пĕр гектартан пысăк тухать,  29,4 центнера çитет.

Республикăри виçĕ район аграрийĕсем 200 пин ытла тĕштырă пухса илнĕ. Сăмахран, Çтерлĕ район ĕçченĕсем 284 пин тонна çапса илнĕ, илишсем – 234, мелеузсем- 203 пин тонна.

- Вун тăхăр районăн тухăçĕ 100 пинлĕ кăтарту урлă каçнă, 102 пин тоннăран пуçласа 189-ра çити çапса илнĕ, - тенĕ аграри ведомствинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: