Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
29 Сентябрӗн 2022, 09:00

Республикăра 540 пин тонна сахăр кăшманĕ пухса илнĕ

Пушкăртстанра сахăр кăшманĕ пухса илесси малалла тăсăлать. Регионти ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пылак тымар çимĕçе çитĕнтерекен хуçалăхсем 538 пин тонна чĕртавар пухса илнĕ. Палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле тухăç 1,6 млн тоннăпа танлашмалла. Çакă вăл региона икĕ çула сахăрпа тивĕçтерме май парать.

Республикăра 540 пин тонна сахăр кăшманĕ пухса илнĕ
Республикăра 540 пин тонна сахăр кăшманĕ пухса илнĕ

Вăтам тухăç гектартан 282 центнер тухать.

Чи нумай тухăç Чишма районĕнчи аграрисем пухса илнĕ – 103 пин тонна. Благовар районĕнчи хуçалăхсем – 94 пин тонна, Элшей – 84 пин тонна. Пылак тымар çимĕçе 19 районта çитĕнтернĕ.

Çав вăхăтрах сахăр завочĕсенче кăшмана сахăра çавăрас ĕç тухăçлă пырать. «Раевсахар» 121 пин тонна чĕртавара сахăр тунă çĕрте ĕçе кĕртнĕ, Чишмари завод – 55 пин тонна. Çĕнĕ тухăçран ĕнерхи кун тĕлне 25 пин тонна сахăр туса илнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: