Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Октябрӗн 2022, 12:15

Хĕвелçаврăнăшне çурри ытла пухса илнĕ

Республикăра хĕвелçаврăнăш пухса илесси «экватор» урлă каçнă. Октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне аграрисем çак культура йышăнакан лаптăксен 52 процентне пухса илнĕ. Тухăç пурĕ 250 пин тоннăпа танлашать.

Хĕвелçаврăнăшне çурри ытла пухса илнĕ
Хĕвелçаврăнăшне çурри ытла пухса илнĕ

Çу тумалли ÿсен-тăрана пухса илессипе Куюргазă, Çтерлĕ, Мелеуз тата Элшей районĕсем малта пыраççĕ. Çак муниципалитетсенчи хуçалăхсенче 23,6 пин тоннăран пуçласа 25,9 пине çити тухăç илнĕ.

Паянхи кун тĕлне республикăра хĕвелçаврăнăшĕн вăтам тухăçĕ гектартан 15,7 центнер тухать. Гафури, Куюргазă тата Дюртюли  районĕсенче (вĕсем малтисен шутĕнче) çак кăтарту пысăкрах -  гектартан 22,1 – 23,2 центнер.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: