Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Ноябрӗн 2022, 10:05

Çĕнĕ техника нумайланать

Пушкăртстан аграрийĕсем вунă уйăх хушшинче 10 млрд тенкĕлĕх 2590 техника туяннă.

Çĕнĕ техника нумайланать
Çĕнĕ техника нумайланать

– Çулталăк пуçламăшĕнчен регионти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем 341 трактор, 140 тыр-пул выракан комбайн, 47 хăй тĕллĕн çÿрекен выльăх апачĕ пуçтармалли комбайн, 51 хăй тĕллĕн çÿрекен опрыскиватель, 740 единица çĕре кăпкалатмалли тата тыр-пул акмалли машинăсемпе хатĕрсем тата ыт.те туяннă, – пĕлтернĕ ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – Кăçал техника туянассипе плана тултарасса шанатпăр. Ку, паллах, агротехника мероприятийĕсене вăхăтлă пурнăçлама тата пысăк тухăç пухса илме май парĕ.
Çакна та палăртмалла, Пушкăртстан аграрийĕсем 448 единица техникăна 2,8 млрд тенкĕлĕх «Розагролизинг» АО çăмăллăхлă программа пулăшнипе туяннă.
Справка.
«Розагролизинг» АО «Маларах броньăлани – 2022» тупăшлă укçа-тенкĕ схемиллĕ программăна хута янă. Унăн лайăх енĕсенчен пĕри – аванс укçи тÿлемелле марри, енчен те аванс ыйтаççĕ пулсан, ăна тÿлеме 2023 çулччен отсрочка параççĕ; çавăн пекех тĕп парăма тÿлеме те 2023 çулччен – отсрочка; лизинг срокĕ – 8 çул таран; хакланнин ставки – 3%.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: