Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
23 Ноябрӗн 2022, 10:00

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе Раççейре пиллĕкмĕш

Кăçалхи 10 уйăхра Пушкăртстанра 101,9 млрд тенкĕлĕх выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса кăларнă. Ку вăл ял хуçалăхĕнче туса илнĕ мĕнпур таварăн 47 проценчĕпе танлашать.

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе Раççейре пиллĕкмĕш
Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе Раççейре пиллĕкмĕш

Раççей Федерацинчи 89 регион хушшинче пирĕн выльăх ĕрчетекенсем пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Çакăн çинчен ПР Правительствин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.
Иртнĕ çул çанталăк шăрăх та типĕ тăнине пăхмасăр, отрасльте юлашки 5 уйăхра продукци туса илесси ÿссе пыни палăрать. Сăмахран, тавар валли сĕт суса илесси 643 пин тонна çитнĕ, пĕлтĕрхинчен 0,2 процент нумайрах. Планпа палăртнине 83 процент пурнăçланă.
Регионти ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 10 уйăхра 227 пин тонна выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп какайĕ сутнă. Çакă 2021 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 13% нумайрах. Çăмарта туса илессипе те аталану пуррине палăртмалла. Пурĕ тавар туянакан патне 790 млн çăмарта çитнĕ, ÿсĕм иртнĕ çулхинчен 0,4%.
Çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăра пĕтĕмĕшле выльăх-чĕрлĕх йышне 890 пин пуçа çитерме палăртаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: