Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Кӑрлач 2023, 10:47

Кĕрхи тырăсем мĕнле пулнине тĕрĕсленĕ

Январьте ирттернĕ юлашки тĕрĕслев тăрăх Пушкăртстанри кĕрхи тырăсен 95% лайăх, 5% начар сыхланнă.

Кĕрхи тырăсем мĕнле пулнине тĕрĕсленĕ
Кĕрхи тырăсем мĕнле пулнине тĕрĕсленĕ

Калчасен лайăх хĕл каçнине юр хулăнăшĕ витĕм кÿрет. Юр хулăн пулсан культурăсене нимĕнле сивĕсем те чăрмав мар.

Сăмахран, Давлекан районĕнче 18 пин гектар кĕрхи тырă акнă, вĕсен 75 проценчĕ лайăх, 20 проценчĕ вăтам, 5% начар сыхланнă. Бурай тата Пелепей районĕсенче кĕрхи тырăсен 96% лайăх упраннă.

2023 çулхи тухăç валли  регионта 188,5 пин гектар кĕрхи тулă, 122,4 пин гектар кĕрхи ыраш, 8 пин гектар кĕрхи тритикале (тулăпа ырашăн гибричĕ), 9 пин гектар кĕрхи рыжик (çу тумалли культура) акнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: