Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Кӑрлач 2023, 12:51

Сахăр производстви 36% ÿснĕ

2022 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа январь уйăхĕ вĕçĕ тĕлне Пушкăртстанри сахăр завочĕсем иртнĕ çулхи 1,244 млн тонна пылак тымартан 188 пин тонна сахăр туса илнĕ.

Сахăр производстви 36% ÿснĕ
Сахăр производстви 36% ÿснĕ

 Сахăр производстви иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 36% ÿснĕ.  Çакăн çинчен регионти Ял хуçалăх министерствинче пĕлтернĕ.

2022 çулхи тухăçран Раевкăри сахăр заводĕнче 94,5 пин тонна, Чишмари сахар заводĕнче 93,5 пин тонна сахăр туса илнĕ.

Иртнĕ çул  пылак тымарсен пĕтĕмĕшле тухăçĕ палăртнинчен сахалрах пулнă. План тăрăх 1,6 млн  тонна сахăр кăшманĕ пухса илме палăртнă , анчах та 1,3 млн тонна çеç пухса илнĕ. Тухăç гектартан 312,4 центнерпа танлашнă. Пушкăртстанри Ял хуçалăх министрĕн пуçлăхĕ, вице-премьер Ильшат Фазрахманов тухăç начартарах пулнине çуллахи шăрăх çанталăк тымарсене кирлĕ таран чăмăртанма паманнипе çыхăнтарать.

 Иртнĕ çул аграрисем пурĕ 44 пин гектар çинче пылак тымар ÿстернĕ. Çакă 2021 çулхинчен 8 пин гектар нумайрах. 2022 çулта пĕтĕм çĕршывĕпе пылак тымара 41,7 млн тонна пухса илнĕ, тухăç 2021 çулхинчен 1% нумайрах.

2021 çулта Пушкăртстанри икĕ завода та çĕнетнĕ. Чишма завочĕн проекчĕ 2,7 млрд тенкĕпе танлашнă, Раевка заводне юсаса çĕнетме 927 млн тенкĕ тăкакланă. Çавна пула икĕ предприяти талăкне 10 пин тонна сахăр кăшманĕ йышăнма пултарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: