Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
28 Кӑрлач 2023, 14:50

Пушкăртстанри пĕр район сĕт суса илессипе рекордлă кăтарту тунă

Чекмагуш районĕ сĕт сăвассипе республикăра рекордлă кăтарту тунă тесе пĕлтерет хăйĕн социаллă сечĕсенче регион ертÿçи Радий Хабиров. Муниципалитетри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем историнче пуçласа талăкне 200 тонна сĕт суса илнĕ.

Пушкăртстанри пĕр район сĕт суса илессипе рекордлă кăтарту тунă
Пушкăртстанри пĕр район сĕт суса илессипе рекордлă кăтарту тунă

«Чекмагушсене тата республикăри мĕнпур ял ĕçченĕсене тав тăватăп. 200 тонна сĕт – ку вăл чугун çул çинчи виçĕ цистернăран ытларах. Унсăр пуçне республикăри мĕнпур сĕтĕн пĕрре вуннăмĕш пайĕ пулать. Çакăн чухлĕ сĕтпе 220 пин çынна тивĕçтерме май пур», - палăртнă Радий Хабиров.

Пушкăртстан пуçлăхĕ çавăн пекех Чекмагуш районĕнчи пысăк ял хуçалăх предприятисенче сĕт туса илессипе проектсем ăнăçлă пурнăçа кĕнине çирĕплетнĕ. «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ тата «Герой» СПК-колхоз республика ертÿçи ирттерекен «Инвестсехетсене» хутшăнаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри пĕр район сĕт суса илессипе рекордлă кăтарту тунă
Пушкăртстанри пĕр район сĕт суса илессипе рекордлă кăтарту тунă
Пушкăртстанри пĕр район сĕт суса илессипе рекордлă кăтарту тунă
Пушкăртстанри пĕр район сĕт суса илессипе рекордлă кăтарту тунă
Пушкăртстанри пĕр район сĕт суса илессипе рекордлă кăтарту тунă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: