Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Нарӑсӑн 2023, 17:30

2030 çул тĕлне 50 индустриаллă ферма пĕр миллион тонна сĕт парĕ

Вице-премьер – ПР Ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма халалланă паянхи ларура республикăра, уйрăм хушма хуçалăхсенче, мĕнпур çĕршывĕ пекех  выльăх-чĕрлĕх пуçĕ чакнине палăртнă. Ку, паллах, вăхăтлăх пулăм, самани йĕркене кĕрĕ. Çав вăхăтрах индустриаллă фермăсенче çеç нумай сĕт суса илме пулать.

2030 çул тĕлне 50 индустриаллă ферма пĕр миллион тонна сĕт парĕ
2030 çул тĕлне 50 индустриаллă ферма пĕр миллион тонна сĕт парĕ

 - Пирĕн тĕллев – фермерсемпе бизнесменсем валли хăтлă условисем йĕркелесси, вĕсен тупăшне ÿстересси. ПР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн республикăра 21 индустриаллă ферма хăпартмалла. Паянхи кун тĕлне улттăшне хута янă. Вĕсене пурне те пушă уй-хирте тунă. Вун пĕрĕшне çĕнетнĕ, тăваттăшĕ тĕлĕшпе кредит килĕшĕвĕсем алă пуснă, строительство ĕçĕсем пуçланнă. 2030 çулччен тата 30 индустриаллă ферма йĕркелемелле. Çапла майпа 50 индустриаллă ферма миллион тонна сĕт парĕ. Аллă ферма валли 550 пин гектар çĕр кирлĕ пулĕ,  - палăртнă Ильшат Фазрахманов.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри – биологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, чир-чĕре сарăлма памасси. Нумай пулмасть «Союзмолоко» сĕт тăвакансен сьездĕнче РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев çитес виçĕ çулта пĕр пин ытла выльăх тытакан индустриаллă фермăсене пулăшу парассине пĕлтернĕ. Ильшат Фазрахманов аграрисене çак майпа усă курма сĕннĕ.

 - Индустриаллă фермăсем тăвасси Штефан Дюрр тĕслĕхĕнчен пуçланнă. Паянхи кун тĕлне çакăн йышши ферма хăпартассин пĕрремĕш тапхăрне Радик Рафиков (Авăркас районĕнчи «Урожай» хуçалăх пуçлăхĕ ) вĕçленĕ. Унта пĕр харăс икĕ карусель çаврăнĕ – çакă 5 600 пуç ĕне, пĕр фермăра талăкне 170-180 тонна сĕт суса илме май парĕ. Çавăн пекех Çтерлĕпе Кармаскалă районĕсенче фермăсем хăпартаççĕ. Чи пĕлтерĕшли – Раççей Федерацинче ял хуçалăхне аталантарма хăтлă условисем йĕркеленĕ,  - тенĕ вице-премьер.

Министр шухăшĕпе малашлăхра кашни районта пĕр индустриаллă ферма пулмалла.

 - Енчен те çапла пулсан эпир 1 млн тонна таварлă сĕт туса илĕпĕр. Çакă çителĕклĕ – эпир 750 пин тонна усă куратпăр. Республика кÿршĕ регионсене сĕтпе тивĕçтерĕ. Çыхăнăва йĕркеленĕ, республика тата федераци енчен пулăшу пур,  - пĕтĕмлетнĕ Ильшат Фазрахманов.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: