Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Нарӑсӑн 2023, 10:30

Сĕт сăвассипе малтисем

ПР Ял хуçалăх министерствинче 2023 çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче регионта мĕн чухлĕ сĕт суса илнине пĕтĕмлетнĕ. Унсăр пуçне çак вăхăт хушшинче чи лайăх çитĕнÿсем тунă ĕне сăвакансен рейтингне хатĕрленĕ.

Сĕт сăвассипе малтисем
Сĕт сăвассипе малтисем

Малтанхи кăтартусем тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем 2023 çулхи январь уйăхĕнче 61 пин тонна таварлăх сĕт суса илнĕ. Продукцийĕн ытларах пайне (77%) ял хуçалăх предприятийĕсенче – 47,2 пин тонна (иртнĕ çулхипе танлаштарсан – 104,6%) сĕт суса илнĕ. Республикăра сĕт паракан ĕнесен шучĕ – 124,3 пин пуç.
Ĕнесен январь уйăхĕнчи тухăçлăхне кăтартакан рейтинга талăкне пĕр ĕне пуçне 30 килограмм ытла сĕт суса илекен Çтерлĕ районĕнчи Калинин ячĕллĕ тулли мар яваплă ял хуçалăх предприятийĕ, Чекмагуш районĕнчи «Герой» колхоз, Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский ял хуçалăх предприятийĕ» ООО, Учалă районĕнчи «Байрамгул агрофирма» ООО ертсе пыраççĕ.
Пĕтĕмĕшле сĕт суса илессипе Авăркас районĕнчи «Урожай» ООО (3 пин тонна ытла), Ермекккей районĕнчи «Северная Нива» ООО (2,5 пин тонна), Чекмагуш районĕнчи «Базы» ООО (2 пин тонна ытла) тата Çтерлĕ районĕнчи Калинин ячĕллĕ тулли мар яваплă ял хуçалăх предприятийĕ (2 пин тонна ытла), Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский» ООО (1,5 пин тонна ытла).
Машинăпа ĕне сăвакан операторсем хушшинче малти вырăнта Чекмагуш районĕнчи «Герой» колхозри Надежда Николайчева мала тухнă. Ун хыççăн Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский» ООО ĕçченĕ Людмила Утяевапа Авăркас районĕнчи «Урожай» ООО операторĕ Нина Полянская, Ермекккей районĕнчи «Северная Нива» ООО хуçалăхра тăрăшакан Гульшат Ахметова пыраççĕ. Вĕсем пурте пĕр уйăх хушшинче кашни ĕнерен тонна ытла сĕт суса илнĕ.
Январь уйăхĕнче чи нумай сĕт суса илнĕ пилĕк муниципалитет шутне Чекмагуш (6 пин тонна ытла), Илиш (4 пин тонна ытла), Авăркас, Дюртюли, Çтерлĕ районĕсем (3 пин тонна ытла) кĕнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: