Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
28 Нарӑсӑн 2023, 14:55

Техникăна çур акине хатĕрлес ĕç малалла тăсăлать

Ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлес ĕç епле пыни çинчен Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче çырса пĕлтернĕ. Вăл техникăпа хатĕр-хĕтĕре юсасси март уйăхĕн 20-мĕшĕччен вĕçленесси пирки каланă. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕччен тракторсен паркне хатĕрлесе пĕтерме, апрель уйăхĕн 15-мĕшĕччен техосмотр ирттерес ĕçре усă курма ирĕк илме палăртаççĕ.

Техникăна çур акине хатĕрлес ĕç малалла тăсăлать
Техникăна çур акине хатĕрлес ĕç малалла тăсăлать

- Хальхи вăхăтра санкцисем  ял хуçалăхне тата экономикăн ытти отраслĕсене  аталантармалли хăватлă туртăм шутланаççĕ. Ял хуçалăх  юсав комплексĕсем промышленноçпа çыхăнса ĕçлеме тытăнчĕç. Чикĕ леш енчен илсе килнĕ техника валли виçĕ пин ытла запас пайсем тума вĕренчĕç. Çак тĕллевпе запас пайсене туса кăлармалли техника документацине хатĕрлекен  конструктор бюровне йĕркеленĕ. Асăннă ĕçе Челябинскпа Свердловск облаçĕн тата Беларусь Республикин промышленность предприятийĕсем хастар  хутшăнаççĕ, - тесе çырнă Радий Хабиров.

Кăçалхи çуркунне 11 пине яхăн çĕре алакан-кăпкалатакан тата 5 пин ытла ака тăвакан техникăна хире кăларма палăртаççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал 300 техника единици нумайрах пулĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: