Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Мартӑн 2023, 09:05

Пушкăртстанра 2023 çулта аграрисене 5,2 млрд тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ парĕç

Çакăн çинче республика правительствин пресс-службинче пĕлтернĕ. Çав шутра 2,8 млрд тенкине республика бюджедĕнчен уйăрĕç, çакă иртнĕ çулхинчен 37% нумайрах. 2022 çулта çĕр ĕçченĕсене пĕтĕмĕшле патшалăх пулăшăвĕ пани 7 млрд тенкĕпе танлашнă.

Пушкăртстанра 2023 çулта аграрисене 5,2 млрд тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ парĕç
Пушкăртстанра 2023 çулта аграрисене 5,2 млрд тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ парĕç

- Бюджетри тăкаксем нумайланнă пулсан та республика ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакансене патшалăх пулăшăвĕ парассине ÿстернĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ аталану енĕсене пулăшу парассине упраса хăварнă. Çавна пула агропромышленность комплексĕнчи предприятисем, çăмăлах мар вăхăтра та,  çĕнĕ техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх тата удобрени туянаççĕ. Çакă чăн малтан ял хуçалăх производствин тупăшлăхне сыхласа хăварма кирлĕ. Çавăн пекех çурхи ĕçсене ăнăçлă та тухăçлă ирттерме, - палăртнă вице-премьер  - ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазраманов.

Пушкăртстанра аграрисене патшалăх пулăшăвĕ парас енĕпе тĕрлĕ мерăсемпе усă кураççĕ. Çав шутра ял хуçалăх техникине туянма субсиди уйăрни, пĕрчĕллĕ культурăсене çитĕнтернĕ тата сутнă чухнехи тăкаксен пĕр пайне саплаштарма компенсаци тÿлени кĕрет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: