Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Декабрӗн 2023, 14:32

Пушкăртстан Африкăна типĕтнĕ сĕт ăсатнă

Пушкăртстан Африкăна пуçласа типĕтнĕ сĕтĕн 25 партине ăсатнă. Мелеузри сĕт консервисен комбиначĕ 500 тонна продукцие Алжира сутнă. Ун çинчен республикăри Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ. Чикĕ леш енне ăсатас умĕн тавар Россельхознадзор управленин тĕрĕслевĕ витĕр иртнĕ.

Пушкăртстан Африкăна типĕтнĕ сĕт ăсатнă
Пушкăртстан Африкăна типĕтнĕ сĕт ăсатнă

Пушкăртстан сĕт продукцин географине сарасси пирки вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.

- Ытларах Китайпа ĕçлĕ çыхăну тытма палăртатпăр, çу завочĕсенчен жом, йĕтĕн вăрри, хĕвел çаврăнăш тата рапс çуне, чăх-чĕп продукцине ăсатăпăр. Африка рынокне тухатпăр. Çапла Алжир пирĕн типĕтнĕ сĕте сутăн илме хатĕр, - тенĕ Ильшат Фазрахманов.

Мелеузри предприяти кăçал чикĕ леш енне 692 тонна типĕтнĕ сĕт сутнă. Китайпа Алжира асăннă продукцин 54 партине янă. Пурĕ 2023 çулхи 11 уйăх хушшинче ют çĕршывсене 653,2 пин тонна ял хуçалăх продукцине сутнă. Вĕсенчен 60 проценчĕ – ÿсен-тăран çăвĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: