Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
22 Декабрӗн 2023, 16:40

Пушкăртстанра лашасем ĕрчетессипе çемье бизнесĕ аталанать

Калтасă районĕнчи Диляра Низамутдинова усламçă 2018 çултан пуçласа ăратлă пушкăрт лашисем ĕрчетет. Унăн проекчĕн инвесторĕ тата наставникĕ – ашшĕ Ринат Низамутдинов.

Пушкăртстанра лашасем ĕрчетессипе çемье бизнесĕ аталанать
Пушкăртстанра лашасем ĕрчетессипе çемье бизнесĕ аталанать

Лаша ĕрчетесси – Пушкăртстанри брендсенчен пĕри, пыл тата курай пекех. Паллах, çак ĕç çăмăл мар, вăй-хал тата пысăк тимлĕх кирлĕ. Низамутдиновсен хуçалăхĕнче – 400 пуç лаша. Усламçăсем килти выльăхăн селекцине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, хăйсем тĕллĕн выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Çакăн валли хуçалăхра ятарлă техника пур.

Диляра Низамутдинова аш-какай направленине те алла илнĕ – лаша ашĕ сутать. Муниципаллă программăна хутшăнса оборудованисем туянма тăкакланă укçа-тенке саплаштарнă. Çавăн пекех «Çемье выльăх-чĕрлĕх фермисем» республика программи тăрăх грант илнĕ. Планра – хăйĕн продукцийĕ валли «халяль» статуса тивĕçесси.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: