Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
24 Декабрӗн 2023, 15:55

Çĕнĕ ĕç сезонĕ пуçланиччен 6500 трактор юсама палăртнă

Пушкăртстанра агропромышленность комлексĕнчи техникăсене юсакан тата пăхса тăракан предприятисен ассоциайийĕн çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Тĕплĕнрех ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Çĕнĕ ĕç сезонĕ пуçланиччен 6500 трактор юсама палăртнă
Çĕнĕ ĕç сезонĕ пуçланиччен 6500 трактор юсама палăртнă

2023 çулта ассоциацин юсав предприятийĕсем, унта 70 организаци кĕрет, 1,129 млрд тенкелĕх пулăшу панă. Логистика сферинче йывăрлăхсем тата запас пайсем тупассипе чăрмавсем пулнă пулсан та ассоциаци предприятийĕсем тунă ĕçĕн калăпăшне ÿстернĕ.

Уй-хирте ĕçсем пуçланиччен республикăра 6577 трактора тата 2 пин тĕш тырă пухса илмелли комбайна юсамалла. Çакă вăл пулас тыр пул тухăçĕн никĕсĕ пулĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, республикăри аграрисене маларах 24,2 млрд тенкĕ çăмăллăхпа усă курмалли кредитсем панă пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: