Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Декабрӗн 2023, 10:00

Пĕр эрне хушшинче тата 9 пин тонна сахăр туса илнĕ

Пушкăртстанра сахăр кăшманĕнчен продукци туса илесси малалла пырать. ПР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне Чишмари сахăр завочĕ тата «Раевсахар» пĕтĕмĕшле 1 млн тонна пылак тымартан 151 пин тонна сахăр песукĕ туса илнĕ.

Пĕр эрне хушшинче тата 9 пин тонна сахăр туса илнĕ
Пĕр эрне хушшинче тата 9 пин тонна сахăр туса илнĕ

- Халĕ пылак тымара уй-хирсенчен илсе тухас ĕç малалла пырать. Çут çанталăк условийĕсем çеç ĕçе активлă пуçăнма чарса тăраççĕ, - тенĕ министерствăра.

Техника культурине республикăн 19 районĕнче çитĕнтернĕ. Çапла майпа сахăр кăшманĕн лаптăкĕ 47, 5 пин гектарпа танлашнă. Пĕтĕмĕшле 1,6 млн тонна пылак тымар пухса илнĕ. Чи лайăх тухăç  гектар пуçне  600 центнерпа танлашнă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: