Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
9 Кӑрлач , 09:19

«Тулпар Мияки» элитлă вăрлăхсене ÿстерессине 118 млн тенкĕ инвестицие хывать

«Тулпар Мияки» компани тĕш тырă культурисен элитлă вăрлăхĕсене Мияки тата Çтерлĕпуç районĕсенче ÿстерме палăртать.

«Тулпар Мияки» элитлă вăрлăхсене ÿстерессине 118 млн тенкĕ инвестицие хывать
«Тулпар Мияки» элитлă вăрлăхсене ÿстерессине 118 млн тенкĕ инвестицие хывать

Проектри инвестици калăпăшĕ 118 млн тенкĕпе танлашать, ăна пурнăçланă хушăра 9 ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Регионти çĕр пурлăхĕн министрĕ Наталья Полянская чикĕ леш енчи таварсене ылмаштармалли программа витĕмĕпе компани 1,5 пин гектар çĕр лаптăкне арендăна суту-илÿсĕр илнине пĕлтернĕ.

- ПР  Ял хуçалăх министерствипе пĕрле 2022 çулта чикĕ леш енчен илсе килекен ял хуçалăх продукцине вырăнтипе улăштарас тесе 15 çĕр лаптăкĕ, 2023 çулта 34,8 пин гектар йышăнакан 331 çĕр лаптăкĕ уйăрнă, - пĕлтернĕ Наталья Полянская.

Инвестор элитлă вăрлăхсене пусă çаврăнăшĕпе усă курса - ял хуçалăх культурисене вăхăтпа тата вырăнпа черетлесе ÿстерме палăртать. Тĕш тырă вăрлăхĕсене хамăр республикăра тата кÿршĕ регионсене сутма палăртать.

Вице-премьер, Пушкăртстанри ял хуçалăх министрĕн Ильшат Фазрахманов  2023 çулта регионта элитлă вăрлăхсене ÿстересси 13 процентпа танлашнине пĕлтернĕ.

- Çак лайăх кăтарту, 2022 çулпа танлаштарсан вăл нумайрах. Пирĕн 15 процента çывхарас тесе тăрăшмалла. Çапла пултăр тесен элитлă вăрлăхсене ÿстерес текен хуçалăхсене пулăшмалла, - тенĕ Ильшат Фазрахманов. 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: