Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
22 Кӑрлач , 10:42

2023 çулта Пушкăртстанри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем 4 пин пуç ăратлă пăру туяннă

Иртнĕ çул республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем шултра мăйракаллă выльăхсене çĕнетме 4 пин те 41 пуç ăратлă çамрăк пăру туяннă. Çакă 2022 çулхипе танлаштарсан 81 пуç нумайрах пулать тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.

2023 çулта Пушкăртстанри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем 4 пин пуç ăратлă пăру туяннă
2023 çулта Пушкăртстанри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем 4 пин пуç ăратлă пăру туяннă

Туяннă çамрăк пăрусенчен ытларах пайĕ (3,4 пин пуç) сĕт тухăçне ÿстерес çĕре кайĕ, 678 пуçĕ – какай тума.

«Республикăра таварлăх сĕт суса илесси ÿсет. Оперативлă кăтартусем тăрăх, 2023 çулта ял хуçалăх предриятийĕсемпе фермерсем 780 пин тонна сĕт суса илнĕ, çулталăк каяллахинчен 3 % нумайрах пулать. Çакă ĕне кĕтĕвĕсене ăратлă выльăхсемпе çĕнетнипе пурнăçа кĕрсе пырать,  - пĕлтернĕ ПР правительствин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.

Аса илтеретпĕр, ăратлă пăрусем туянса тăкакланнă укçа-тенкĕн 50 процентне ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене субсиди шайĕнче каялла тавăрса параççĕ. Анчах та çак укçа виçи пĕр пуç пуçне 60 пин тенкĕрен иртме пултараймасть. 2023 çулта патшалăх пулашăвĕн виçи 222 млн тенкĕпе танлашнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: