Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Нарӑсӑн , 12:25

2023 çулта аграрисем комбайнсемпе тракторсем 10% ытларах туяннă

2023 çулта Пушкăртстанри агропромышленность комплексĕн предприятийĕсем 14,2 млрд тенкĕлĕх 2 697 ял хуçалăх техники туяннă.

2023 çулта аграрисем комбайнсемпе тракторсем 10% ытларах туяннă
2023 çулта аграрисем комбайнсемпе тракторсем 10% ытларах туяннă

Республикăри Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 10% ытларах. Çапла республика аграрийĕсем 562 трактор, 243 тĕш тырă пухса илекен тата  хăй тĕллĕн çÿресе выльăх апачĕ пухакан 53 комбайн туяннă.

 - Çăмăлах мар 2023 çулшăн питĕ лайăх цифрăсем. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсен малашлăх планĕсене, малалла аталанма ăнтăлнине кăтартса параççĕ,  - тенĕ ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.

Çав вăхăтрах 2013-2022 çулсенче Раççейре тавар туса кăларакансем шалти рынокра хăйсен пайне 24 процентран 61% çити ÿстерме пултарнă тесе пĕлтернĕ Раççейри Промышленноçпа суту-илÿ министерстви Федераци Канашĕн çавра сĕтелĕнче. Çĕршывра туса кăларакан ял хуçалăх  техникин пайĕ 2035 çул тĕлне  61 процентран сакăр вунна çитмелле.

Çĕршыври техникăпа Пушкăртстан уй-хирĕсенче анлă усă курма пуçлани пирки вырăнти фермерсем те çирĕплетеççĕ. Сăмахран, Мелеузпа Çтерлĕ районĕсенчи фермер хуçалăхĕсем темиçе çул хушши Ростсельмаш туса кăларакан техникăпа тухăçлă ĕçлеççĕ.

РФ Ял хуçалăх министерстви ял хуçалăх техникисем туянма субсиди паракан программăна анлăлатма палăртать. Унпа килĕшÿллĕн тракторсем кăна мар, комбайнсемпе выльăх апачĕ пуçтаракан техникăсем те туянма пулать. 2024 çулхи тата планпа палăртнă 2025-2026 çулсенчи федераллă бюджет ял хуçалăх техникисем туса кăларакансем валли субсиди виçине кашни çул 6 млрд тенке çити ÿстерме палăртать.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: