Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Мартӑн , 10:45

Республикăри АПК пуçлăхĕ 2024 çулхи çур акин тĕп хăрушлăхĕсем çинчен каласа панă

ПР правительствин вице-премьерĕ Ильшат Фазрахманов ĕнер иртнĕ пресс-конференци вăхăтĕнче хаклă кредитсем, ют çĕршывсенчен вăрлăх кÿрессине чакарни, чугун çулсем çинчи тиевлĕх (нагрузка) пысăк пулнипе çунтармалли-сĕрмелли материалсене кая юлса илсе килни çинчен каласа панă. Çакă çитес çурхи ака-суха кампанийĕн тĕп хăрушлăхĕсем пулассине палăртнă.

Республикăри АПК пуçлăхĕ 2024 çулхи çур акин тĕп хăрушлăхĕсем çинчен каласа панă
Республикăри АПК пуçлăхĕ 2024 çулхи çур акин тĕп хăрушлăхĕсем çинчен каласа панă

 – Çурхи ака-сухана хатĕрленесси, юлашки пилĕк çула илес пулсан, йывăр условисенче иртет,  – палăртнă ПР ял хуçалăх министрĕ. – Чăн малтан лару-тăру укçа-тенкĕ енчен йывăрланчĕ – лимит виçисем чакрĕç, кредит ставкисем ÿсрĕç. Коммерци кредичĕсене 25% ставкăпа параççĕ. Паянхи кун агарарисене парăнакан çăмăллăх кредичĕн ставки 10% танлашать, 2023 çулта 5% пулнă. Çакă аграрисене аталанма уйăрнă укçана ĕçе кĕртме хистет. Сăмахран, ферма хăпартма уйăрнă укçапа паянхи тăкаксене саплаштарма тивĕ.

Техника

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçал техника туянма çăмăлрах.

 - Параллельлĕ импорт (производительсемпе килĕшÿ тумасăр) тăрăх, машинăсем те, запас пайсем те илсе килеççĕ. Кризисчен ют çĕршыв компанийĕсем пĕр дилерпа çеç ĕçлеме ирĕк панă пулсан, халĕ вĕсен шутне ÿстернĕ. Çав шутра – официаллă, альтернативлă тата республикăра туса кăларнисем те. Запас пайсен хакĕ йÿнелмен. Параллельлĕ импортра тăкаксем нумай, анчах хăвăртлăхĕ пысăк.  Унччен Европăран заказа икĕ эрне хушшинче илсе çитернĕ пулсан, паян пилĕк кун хушшинче, – тенĕ Ильшат Фазрахманов.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем

 –Топливо енĕпе кризис пулмалла мар. Трейдерсем материалсемпе тăтăшах тивĕçтерме шантараççĕ. Çуллахи дизтопливăна апрелĕн 1-мĕшĕнчен сутма тытăнĕç. Хакĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, йÿнерех. Цистернăсем çеç вăрахрах килсе çитĕç – чугун çулсем çинчи тиевлĕх пысăк,  – ăнлантарса панă министр.

Вăрлăхсем

 – Ют çĕршывсенчи селекци вăрлăхĕсене туянассине чарса лартнă. Малашне вĕсене кирлĕ чухлĕ туянма май пулмĕ.  Раççей селекцийĕ тĕш тырă вăрлăхĕсемпе тулли калăпăшпа тивĕçтерĕ. Сахăр кăшманĕн вăрлăхĕ ют çĕршывран кÿни пулмалла. Пирĕн патра италипе франци тата нимĕç ака-суха материалĕсене  ÿстерме пулать. Раççей селекцинче пирĕн тăрăхра çитĕнтермелли  вăрлăхсем çителĕклĕ çукки паллă. Раççей ăсчахĕсене пирĕн таврара ÿстермелли сорта хатĕрлеме 2-4 çул кирлĕ пулĕ. Çав вăхăтрах кăçал пылак тымар валли уйăрнă 50 пин гектартан 12-13 пин гектарĕ çинче çĕршыв вăрлăхĕсене акăпăр. Çавăн пекех кукуруза вăрлăхĕн 20%  тата хĕвел çаврăнăш вăрлăхăсен 15-20%  ют çĕршывран илсе килмелле. Квотăпа килĕшÿллĕн хаклă та лайăх йышши гибридсем туянăпăр, – тенĕ вице-премьер.

Ака-суха тĕлĕшпе панă сĕнÿсем

Ильшат Фазрахманов алă айĕнче мĕн пулнă, çавна акнă вăхăтсем иртсе кайнине палăртнă.

 – Малашне çак мелпе ĕçлемĕпĕр - унăн тухăçĕ çук. Аграрисене ясмăк (чечевица), пăрçа, соя ÿстерме сĕнетпĕр.

Хурт-хăмăр ĕçне сиен кÿрес мар тесен рапс нумай акма кирлĕ мар. Хĕвел çаврăнăшне 350-390 пин гектар çитĕнтерме палăртатпăр. Хальлĕхе унăн хакĕ ÿсмĕ. Сахăр песукĕн хакĕ ÿкмест, çавăнпа пылак тымара нумай акмалла.

Тĕш тырă хакĕ те лайăх. Урпа акас пулсан, сăра вĕретмелли сорт пултăр. Паянхи кун рынок ыйтакан, пысăк тупăшлă продукци туса илмелле,  – палăртнă республикăри АПК пуçлăхĕ.

Кăçалхи ака-суха кампанин хакĕ 25 млрд тенкĕпе танлашĕ. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 15% хаклăрах.

Çанталăк

 – Кăçал çуркунне ир килмелле, ăшă пулмалла. Çĕрле 10 градус сивĕ тăрасса шанатпăр. Çакă юра вăрахрах ирĕлме май парĕ, пысăк ейÿ пулмĕ. Кинет ăшăтсан «юхса» кайăпăр. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен çĕр нÿрлĕхне сыхласа хăварассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама тытăнăпăр, - прогнозпа паллаштарнă Ильшат Фазрахманов.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: