Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Мартӑн , 14:10

Кăмăсçă лаша ашĕнчен продукци туса кăларакан цех уçма ĕмĕтленет

Чишма районĕнчи Кучумово ялĕнчи кăмăс тăвакан Флюр Юсупов 25 çул хушши пушкăрт ăрачĕллĕ лашасем ĕрчетет. Унăн ферминче 130 яхăн лаша, çав шутра – 80 кĕсре.

Кăмăсçă лаша ашĕнчен продукци туса кăларакан цех уçма ĕмĕтленет
Кăмăсçă лаша ашĕнчен продукци туса кăларакан цех уçма ĕмĕтленет

2023 çулта усламçă выльăх шутне ÿстерме шут тытнă, ултă ăйăр туяннă. Вĕсенчен тăваттăшĕ пушкăрт ăрачĕллĕ тата йывăр çăк турттаракан икĕ лаша. Муниципаллă программа пулăшнипе вăл хăйĕн тăкакĕсене саплаштарма 500 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

Халĕ Флюр Юсупова çĕнĕ шухăш канăç памасть. Çитес вăхăтра фермер аш-какайран продукци хатĕрлекен ятарлă оборудовани туянма тата паха çимĕç туса кăларма ĕмĕтленет. Палăртнине пурнăçа кĕртме патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ пулĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: