Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
22 Мартӑн , 15:25

Çурхи уй-хир ĕçĕсене 12,43 пин трактор хутшăнĕ

Кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене 12,43 пин трактор хутшăнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 180 техника нумайрах. Çакăн пирки Чекмагуш районĕнче иртнĕ зонăри агрономи конференцийĕнче ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ. Техника паркне тăтăшах çĕнетсе тăни юлашки виçĕ çулта ака-суха ĕçĕсене 3-4 кун маларах вĕçлеме май парать.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене 12,43 пин трактор хутшăнĕ
Çурхи уй-хир ĕçĕсене 12,43 пин трактор хутшăнĕ

 – Кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче акмалли агрегатсен шутне 72 единицăна çити ÿстерме палăртатпăр, ака-суха умĕн тăпрана кăпкалатса хатĕрлемелли ĕçре усă куракан агрегатсен шутне - 85 единицăна, – тенĕ республикăри АПК ертÿçи. – Çапла майпа çĕр нÿрлĕхне сыхласа хăвармалли ĕçсене 8-9 кун хушшинче, çур акине 12-15 кун хушшинче пурнăçлама пултарăпăр.

Аграрисене техника паркне çĕнетме регион программи шайĕнче ял хуçалăх техникине туяннă чухне тăкакланă укçан 50% тавăрса параççĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче, 2019-2023 çулсенче, республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем валли 7,2 млрд тенкĕ субсиди уйăрнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: