Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
9 Апрелӗн , 12:00

РФ Правительстви çăмăллăх кредичĕсем валли хушма 5 млрд тенкĕ уйăрĕ

Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшу парас тĕллевпе çăмăллăх кредичĕсем программи шайĕнче хушма 5 млрд тенкĕ уйăрĕç тесе пĕлтернĕ федераллă правительствăн ертÿçи.

РФ Правительстви çăмăллăх кредичĕсем валли хушма 5 млрд тенкĕ уйăрĕ
РФ Правительстви çăмăллăх кредичĕсем валли хушма 5 млрд тенкĕ уйăрĕ

 - Президент палăртнă тăрăх, АПК предприятийĕсен ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме кивçен укçапа туллин усă курмалли май пулмалла, - аса илтернĕ Михаил Мишустин.

Правительство çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрать. Сăмахран, 2023 çулта патшалăх программи шайĕнче агропромышленность комплексне аталантарма 440 млрд тенкĕ кивçен укçа уйăрнă пулнă. Çакă паянхи Раççей историйĕнче тĕш-тыррăн иккĕмĕш рекордлă тухăçне пуçтарса илме май панă.

2022 çулта аграрисене çăмăллăхлă кредит памалли программăна пурнăçа кĕртме - 200 млрд тенкĕ, 2024 çулта 215 млрд тенкĕ хывнă.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: