Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
11 Апрелӗн , 17:25

«Сĕтлĕ» районсем паллă

Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерстви сĕт суса илессипе малта пыракан районсен рейтингĕпе паллаштарнă. Апрель уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне предприятисемпе фермер хуçалăхĕсем 202,6 пин тонна сĕт суса илнĕ. Иртнĕ çулхи кăтартупа танлаштарсан, 2,3 пин тонна ытларах.

«Сĕтлĕ» районсем паллă
«Сĕтлĕ» районсем паллă

Унчченхи пекех Чекмагуш районĕ малти вырăнта: унти кăтарту 22,5 пин тоннăпа (+2,4 пин тонна) танлашать.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Илишпа (15,8 пин тонна) Авăркас (15,4 пин тонна) пайланă. Тăваттăмĕш вырăнта – Дюртюлĕ (12,4 пин тонна), пиллĕкмĕш – Çтерлĕ (11 пин тонна), улттăмĕш – Мелеуз районĕсем (10,2 пин тонна).

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри пĕр ĕне вăтамран 2 пин килограмм сĕт панă.    

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: